Шупашкарти электромеханика колледжӗн директорӗн тилхепине Николай Каргина тыттарнӑ. Коллектива унпа ӗнер паллаштарнӑ. Вӗренӳ учрежденийӗнче тӑрӑшакансемпе республикӑн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Дмитрий Захаров тӗл пулнӑ.
Колледж директорӗн пуканӗ кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче Виктор Горбунов Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне суйланнӑ, унта вице-спикер пулса тӑнӑ хыҫҫӑн пушаннӑ. Горбунов колледж директорӗнче икӗ уйӑх ҫеҫ ӗҫленӗ.
Николай Каргин Муркаш районӗнче ҫуралнӑ. Маларах вӑл ЧР Элтепер Администрацийӗн Ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ – Шалти политика управленийӗн пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленӗ.
(Владислав Пастухов-Анаткас сӑввисем ҫинчен)
Ҫӗнӗ саманари литература тӗрлӗ ырӑ-япӑх пулӑмпа савӑнтарма-пӑшӑрхантарма пӑрахмарӗ. Е ниме тӑман ҫыркаланчӑк хушшинчех ачасем валли питӗ селӗм кӗнекесем пичетленсе тухрӗҫ, е тӗрӗслӗх турӑран килет тенӗ хайлавсем шкула пырса кӗчӗҫ. Хӗрсен сӑмах хастарлӑхӗ сӑвӑ ярӑмӗсемпе романсем таранах ҫӗкленчӗ.
Чӑваш литературинче пурнӑҫа тӗрӗс сӑнарлакан реализм парӑнма шутламасть. Ҫакна май Владислав Пастухов-Анаткас кӗнекисене илсе кӑтартас терӗм.
Сӑпайлӑ ҫын Владислав Григорьевич Пастухов-Анаткас cӑвӑҫ (ячӗ район энциклопедийӗнче, «Чӑваш литературин поэзи антологийӗче» пур пулсан та) вулакана халиччен паллах марччӗ. Вӑл Муркаш районӗнче 1954 ҫулта ҫуралнӑ, Турай шкулӗнче вӗреннӗ. Тинӗс ҫар хӗсметӗнче тӑнӑ. Халӗ Тӑвайра пурӑнать. Сарӑтура Шалти ӗҫсен министерствин академийӗнчен вӗренсе тухсан хамӑр республикӑра аслӑ следовательте ӗҫленӗ. Магаданра, Саха-Якутире, Чукоткӑра ылтӑн чавнӑ тата ҫӗр тӗпчекен ушкӑнра тарланӑ. Унтан таврӑннӑранпа районти «Ял ӗҫченӗ» хаҫатра тӑрӑшнӑ, университетра вӗреннӗ, вакат ӗҫне пӑрахман.
Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш Республикинчи композиторсен союзӗн президенчӗ, музыковед, композитор, чӑваш халӑхӗн патриочӗ Николай Зимин куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ.
Николай Александрович 1942 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Муркашра ҫуралнӑ. Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинчен, Чулхулари (ун чухне вӑл хула Горький пулнӑ) М.И. Глинка ячӗллӗ патшалӑх консерваторийӗнчи музыковедени факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ.
Николай Зимин – Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Пӗтӗм Раҫҫейри музыка пӗрлӗхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, А. Талвир литература премийӗн лауреачӗ.
Вӑл 100 ытла музыка произведенийӗпе аранжировка авторӗ, профессилле тата халӑх музыкипе 500 ытла публикаци ҫырнӑ.
Николай Александровичпа ыран, чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Шупашкарти ритуал пулӑшӑвӗнче (Граждан урамӗ, 19-мӗш ҫурт) 11 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен сывпуллашӗҫ.
Пултаруллӑ ачасемпе ҫамрӑксен «Эткер» центрӗ кӑҫалхи юпа-чӳк уйӑхӗсенче «Юратрᾶм эп, хирсем, сире…» республика шайӗнчи пултарулӑх конкурсне ирттернӗ. Ӑна паллӑ чӑваш ҫыравҫи тата драматургӗ, тӑлмачи, публицисчӗ, чӑваш халӑх поэчӗ Ухсай Яккӑвӗ ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Пултарулӑх ӑмӑртӑвне 400 ытла ача хутшӑннӑ. Тӳресем 20 ҫӗнтерӳҫӗне суйласа илнӗ. Вӗсем — Юлия Андреева (Канаш районӗнчи Сиккассинчи вӑтам шкул), Анна Артемьева (Куславкка районӗнчи Тӗрлемес), Анастасия Бахитова (Ҫӗнӗ Шупашкарти 5-мӗш вӑтам шкул), Мая Беллиева (Канаш районӗнчи Чакаҫ), Елизавета Васильева (Ҫӗнӗ Шупашкарти 5-мӗш вӑтам шкул), Ксения Григорьева (Канашри 9-мӗш вӑтам шкул), Карина Корнилова (Патӑрьел районӗнчи Хирти Пикшик), Кирилл Ларионов (Шӑмӑршӑ районӗнчи Карапай Шӑмӑршӑ), Ульяна Макарова (Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Мишеркасси), Ирке Масяева (Патӑрьелӗнчи 1-мӗш вӑтам шкул), Светлана Матвеева (Муркаш районӗнчи Калайкасси), Никита Михайлов (Вӑрмар районӗнчи Чупай), Диана Михопарова (Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Питӗркасси), Арина Парусова (Шупашкарти 30-мӗш вӑтам шкул), Юлия Путякова (Патӑрьелӗнчи 1-мӗш вӑтам шкул), Самира Салихова (Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртам), Самира Сулейманова (Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртам), Сергей Талдынов (Канашри 10-мӗш вӑтам шкул), Анна Тарасова (Куславккари 3-мӗш вӑтам шкул), Александр Федоров (Шупашкарти 33-мӗш вӑтам шкул).
Чӑваш Енре кӑшӑлвирусран вакцинациленесси чакнӑ. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев пӗлтернӗ тӑрӑх, ковид-каникулччен кунсерен 5,5-6 пин ҫын прививка тунӑ. Юлашки эрнере вара ку 4,8-4,9 пин ҫын анчах вакцинациленнине палӑртнӑ.
Планпа килӗшӳллӗн, республикӑра пурӑнакансен 80 процентне вакцинацилемелле. Ку 761,814 пин ҫынпа танлашать. Ку таранччен 459,4 пин ҫын прививка тунӑ. Ку планӑн 60,3 проценчӗпе танлашать.
Тӑвай, Муркаш, Элӗк, Вӑрнар, Улатӑр, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ районӗсенче, Улатӑр тата Ҫӗмӗрле хулисенче вакцинациленессин кӑтартӑвӗ пӗчӗк. Тӳре-шара пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра вакцина ҫителӗклех. «Спутник Лайт» тӗлӗшпе ҫеҫ йывӑрлӑхсем пур.
Чӑваш Енре усӑ курман ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ ҫӗрсем сахалланса пыраҫҫӗ. Кун пирки республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗ тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн ушкӑнӗсенче пӗлтернӗ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑ тӗле илсен, усӑ курман ҫӗрсен лаптӑкӗ 28 пин гектар пулнӑ, кӑҫал вӗсенчен 10 пин гектарне пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртнӗ.
Канаш, Комсомольски Красноармейски Шӑмӑршӑ тата Елчӗк районӗсенче усӑ курман ҫӗрсем ҫук.
Усӑ курман ҫӗрсене пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртес плана пурнӑҫланӑ районсен шутӗнче — Улатӑр, Патӑрьел, Куславкка, Хӗрлӗ Чутай, Муркаш, Пӑрачкав, Вӑрмар, Шупашкар, Етӗрне тата Тӑвай.
Муркаш районӗнче пурӑнакан 34 ҫулти хӗрарӑм полицие ҫитсе хӑй шар курни пирки каласа кӑтартнӑ. Вӑл ҫӗртме уйӑхӗнченпе тӗнче тетелӗнче арҫынпа ҫырӑннӑ. Вӑл ют патшалӑхра ҫар ҫынни-мӗн.
Паллашнӑ вӑхӑтра ҫак арҫын «хӗрӳ точкӑра» пулнӑ имӗш, кӗҫех вӑл ӗҫрен кайма хатӗрленет-мӗн. Вӗсем ҫырусем вӗҫтернӗ, видоҫыхӑну урлӑ калаҫнӑ. Арҫын ӗҫрен кайсан пысӑк укҫа кӗсьене кӗресси пирки ӗнентернӗ. Анчах счетне ҫар ҫыннисем ҫине мар, унӑн тӑванӗсен е арӑмӗн ячӗпе уҫаҫҫӗ имӗш. Ӗҫрен кайиччен вӑл ҫав счетран укҫине илеймест имӗш. Ҫавӑнпа хайхискер нумай ачаллӑ хӗрарӑма ют ҫӗршыв банкӗнче счет уҫма ӳкӗте кӗртнӗ.
Хӗрарӑм электронлӑ почтӑна сӑнӳкерчӗкне, паспорт копине ярса панӑ. Ун патне кӗҫех банк менеджерӗ шӑнкӑравланӑ, вӑл юрист пулӑшӑвӗшӗн 1350 доллар ыйтнӑ. Ҫапла тӗрлӗ сӑлтав тупса хӗрарӑмран 544 пин тенкӗ сӑптӑрнӑ. Нумай ачаллӑ хӗрарӑмӑн укҫи хӑйӗн пулман, ӑна вӑл кредит илнӗ.
Муркаш районӗнчи Москакасси ялӗнче пурӑнакан Неонила Белова 105 ҫул тултарнӑ. Вӑл халӗ 6 ачипе, 10 мӑнукӗпе, 22 кӗҫӗн мӑнукӗпе, вӗсен 3 ачипе савӑнса пурӑнать.
Неонила Белова колхозра ӗҫленӗ, унтан вӑрҫӑ пуҫланнӑ. 2 ҫулти Аримӑна талӑклӑха, е ытларахлӑха хӑварса окоп чавма кайнӑ. «Вӑл – тӗслӗх. Унӑн мӗн чухлӗ вӑй-хал. Вӑл нихӑҫан та хуҫӑлмасть», - теҫҫӗ ун пирки тӑванӗсем.
Ватӑскер кунсерен хусканусем тӑвать: картлашкапа 8 хут анса хӑпарать. Ҫапла вӑл сывлӑхне ҫирӗплетет.
Муркаш районӗнчи кинемейсем ҫӑл чавма тухнӑ. Ирӗксӗртен. Нушаллӑ пурнӑҫ хистенипе.
«Урамра 21-мӗш ӗмӗр, 2021 ҫул, 21-мӗш регионта. Пирӗн ҫар вӑхӑчӗ-им???» – ҫапла пуҫланӑ Фейсбукри хӑйӗн постне Борис Оньков ятлӑ ҫын.
Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, Муркаш районӗнчи Мӑн Токшик ялӗнче Ленин урамӗнче ҫӑл чаваҫҫӗ. Ҫӑл валли ункӑсене тӳре-шара уйӑрса панӑ.
Фейсбукри пост тӑрӑх эпир ҫакна ӑнлантӑмӑр: Турай ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Е.В. Орлов ячӗпе прокуратура унччен асӑрхаттару хучӗ ҫырса панӑ.
«Асӑрхаттару хучӗ пур, мӗншӗн шыв башнине юсамаҫҫӗ?» – ӑнланмасть пост авторӗ.
Вӑл Фейсбукра ӗнентернӗ тӑрӑх, ялта кинемейсем ҫеҫ. Ҫамрӑксем юлманпа пӗрех, вӗсем ӗҫлеме ют ҫӗре тухса кайнӑ.
Ял тӑрӑхӗнче шыв башнине юсанине ӗнентернӗ, ҫӑла ял ҫыннисем чавас тенӗ-мӗн.
Чӑваш Енри йӗрке хуралҫисем шалкӑм ҫапнӑ водителе пулӑшнӑ.
Асӑннӑ ҫынпа ҫыхӑнма май ҫук тесе йӗрке хуралҫисене транспорт компанийӗн пуҫлӑхӗ пӗлтернӗ. Вӑл вӗсене каланӑ тӑрӑх, водитель юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ. Ленинград облаҫне каякан машина, геолокаци тӑрӑх пӑхсан, Муркаш районне ҫитнӗ.
РФ ШӖМӗн Муркаш районӗнчи пайӗн оперативлӑ дежурнӑйӗ Алексей Александров шӑнкӑрав пирки ҫав кун службӑра пулнӑ мӗнпур наряда пӗлтернӗ. Прицеплӑ грузовика патшалӑх автоинспекцийӗн аслӑ инспекторӗ, полици лейтенанчӗ Алексей Илларионов федераци ҫулӗ хӗрринчи ялсенчен пӗринче асӑрханӑ. Машина алӑкӗ уҫах пулна, водитель автомобильти ҫывӑрмалли вырӑнта выртнӑ. Тӑнне ҫухатнӑ 59 ҫулти арҫынна васкавлӑ пулӑшу машинипе ҫийӗнчех пульницӑна ӑсатнӑ. Тухтӑрсем арҫыннӑн инсульт пулнине палӑртнӑ.
Транспорт компанийӗн пуҫлӑхӗ каярах йӗрке хуралҫисене тав тунӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.